Чӑваш наци музейӗ — Чӑваш Республикинчи чи пысӑк патшалӑх музейӗ.
Музей 1921 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн музей ӗҫӗсен тата искусство, аваллӑх палӑкӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен облаҫ секцийӗн йышӑнӑвӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш ертӳҫи Шупашкар интеллигенцийӗн ҫынни Неверов Николай Павлович пулнӑ.
Малтан музей Халӑх ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнчи пилӗк пӳлӗмре вырнаҫнӑ (малтан — П. Е. Ефремов купсан ҫурчӗ). 1930 ҫулта ӑна Успени чиркӗвӗн ҫуртне куҫарнӑ. 1937 ҫулта музей «Чӑваш тӗп таврапӗлӳ музейӗ» ята илнӗ, 1940 ҫулта — «Чӑваш республика таврапӗлӳ музейӗ» пулнӑ. 1980 ҫулта музей М. Е. Ефремов купсан ҫуртне (Хӗрлӗ лапам, 5/2) куҫнӑ. 1993 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе хальхи ятпа паллӑ.
Музейре тӑватӑ тӗп экспозици ӗҫлет:
Музей фончӗсенче 212 пин ытла япала упранать. Археологи коллекцийӗнче — 40 пин япала, вӗсен хушшинче бронза ӗмӗрӗнчи икӗ пысӑк культура палӑкӗсем пур: Апаш тата Паланкасси. Чи хаклӑ экспонатсен хушшинче — Пугачев ҫарӗн 500 кг таякан чӑн тупӑ кӗпҫи тата II Екатерина купсана парнеленӗ кӗмӗл черкке.
Музей йышӗнче ҫак уйрӑм пайсем ӗҫлеҫҫӗ:
Музейӗн тӗп ҫурчӗ — М. Е. Ефремов купсан ҫурчӗ, ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ. 2003–2005 ҫулсенче музейӗн тӗп ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ: виҫҫӗмӗш мансарда хушса хӑпартнӑ, экспозици лаптӑкӗсене пысӑклатнӑ. Ҫурт регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.
Шупашкар, Хӗрлӗ лапам, 5/2. Телефон: +7 (8352) 62-35-10. Ӗҫ вӑхӑчӗ: ытларикун, юнкун, эрнекун–вырсарникун 10:00–18:00 сехетсенче (касса 17:30 сехетчен), кӗҫнерникун 12:00–20:00 сехетсенче (касса 19:30 сехетчен). Канмалли кун: тунтикун.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 